Шупашкар районӗнче ҫак улӑп тӑприсем пур:
- Толиккасси патӗнчи улӑп тӑпри. Ку улӑп тӑпри Иккасси-Кӳкеҫ ҫулӗнчен сулахаялла, Иккасси ҫӑвинчен аяларах вырнаҫнӑ. V-мӗш Толикасси пурӑну вырӑнӗнчен ҫур ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ. 1957 ҫулта ӑна чавса пӑхнӑ. Апаш евӗрлӗ савӑтсем тупнӑ.
- Шоркка улӑп тӑпри. Вӑл Шоркка ялӗнчен ҫур ҫухрӑм кӑнтӑралла, I-мӗш Шоркка пурӑну вырӑнӗнчен 200 метр хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ. Кӑшт кӑна курӑнакан виҫӗ тӗмӗскерен тӑрать. Унта Апаш евӗрлӗ тӑмран тунӑ япаласем тупнӑ.
- Пайтерек улӑп тӑпри. Ку улӑп тӑпри уйра, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Алӑпа тунӑ тӑм япаласем тупнӑ. Улӑп тӑприн кӑнтӑр енче икӗ пӗчӗкрех тӗмӗске вырнаҫнӑ, ыттисем вара ҫӗрпе танлашса ларнӑ.
- Платка ялӗ патӗнчи улӑп тӑпри. Кармал ятлӑ вырӑнта вӑрманта вырнаҫнӑ, ялӗнчен пӗр ҫыхрӑм кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле выртать.
- Иккасси улӑп тӑприсем. Иккасси вӑрман хуҫалӑхӑн анӑҫ енче вырнаҫнӑ.
- Самуккасси улӑп тӑпри. Йӑршу шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Самуккассинчен 1 ҫухрӑм кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле вырнаҫнӑ.
- Пикшик патӗнчи улӑп тӑпри. Пикшикрен 300 метр кӑнтӑралла, юнашар иртекен ҫултан сылтӑм енче вырнаҫнӑ.
- Сарапакасси патӗнчи улӑп тӑпри. Ялтан пӗр ҫухрӑмра кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле, Шупашкар-Канаш чукун ҫулӗнчен сулахаялла вырнаҫнӑ.
- Шемшер улӑп тӑпри. Ялтан 300 метр ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ. Нумайӑшне сухаласа пӗтернӗ, ялӑн ҫурҫӗр енчи виҫӗ улӑп тӑпри ҫеҫ сыхланса юлнӑ. Вӗсенче Апаш евӗрлӗ тӑмран тунӑ япаласен ванчӑкӗсене тупнӑ.
Статья каҫми ::
Пичет версиӗ
Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-25 19:22:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4805 хут пӑхнӑ.